Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +26.3 °C
Ырӑ сӑмах ылтӑнтан хаклӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ял уявӗсем

Пӗлтӗрхи уявра
Пӗлтӗрхи уявра

2010-2011 ҫулсен утӑ уйӑхӗcенче Вӑрнар районӗнчи Авшак Элмен ялӗн уявне чылай ҫын килсе ҫитрӗ. Ҫак уява ялти пултаруллӑ ҫынсем пуҫарнипе тата ялти клуб заведующийӗ, Муракова Елена Васильевна йӗркелесе ячӗҫ. Ял кунне Авшак Элмен ялӗнчи чиркӳ уҫнӑранпа 265 ҫул (1745), ял клубӗ 75 ҫул (1935) ҫитнине халалланӑ. Пӗрремӗш тата иккӗмӗш хут иртнӗ уява ял халӑхӗ хапӑлласах йышӑнчӗ: урамсене, хуралтӑсене тирпейлесе илем кӗртӗҫ, уява халалласа чӑваш вӑййине асра хӑварма кашни каҫ тенӗ пек репетицие тухрӗҫ.

Уяв халӑхне Ильин В.В. район администрацийӗн пай пуҫлӑхӗ, Афанасьев Г.В. Ярмушка ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн ӗҫне туса пыраканӗ, Анисимов В.Н. район депутачӗ саламларӗҫ. Отрыванов Станислав Гурьевич, чӑваш таврапӗлӳҫӗсен пӗрлӗхӗн пайташӗ, Чӑваш халӑх академикӗ ял историйӗ ҫинчен, ҫак ялта ҫуралса ӳснӗ Куликова О.Г. (Улькка Элмен), чӑваш ҫыравҫисен союзӗн членӗ, Раҫҫей журналисчӗсен членӗ чиркӳ ҫумӗнче уҫнӑ шкул историйӗпе учительсем ҫинчен каласа пачӗ. Иванова Н.Г, Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, шкул программисемпе вӗренӳ кӗнекисем ҫыракан вӗрентӳҫӗ ял чиркӗвӗ Хусан хулинче тупнӑ турӑша халалласа лартнӑ чиркӳ ҫинчен аса илтерчӗ.

Малалла...

 

Ял уявӗнче
Ял уявӗнче

Авӑнӑн 3-мӗшӗнче Тутаркасси ял тӑрӑхӗнчи (Шупашкар районӗ) Тури Макаҫ ял уявне паллӑ тунӑ.

250 ҫул каялла йӗркеленнӗ ҫак ял. Хастарсем ял кун-ҫулӗ пирки стенд, алӗҫ ӑстисен тата кӗрхи тулӑх пахча-ҫимӗҫ куравне йӗркеленӗ. Уява авалхи чӑваш йӑли-йӗркипе пуҫланӑ. Пухӑннисене Тутаркасси ял тӑрӑх пуҫлӑхӗ А. Елимов, ял старости В. Филиппов, Тутаркасси ял тӑрӑх депутачӗ Л. Кириллова саламланӑ. Алексей Александрович ялти ватӑсене, тин ҫуралнисене парнесемпе дипломсем панӑ, ялти чи лайӑх ҫуртсемпе чи лайӑх хуҫалӑхсене палӑртнӑ.

Ҫӑкалӑхьял тата Урай Макаҫ ял клубӗсен, Котеркассинчи Фольклор ҫурчӗн илемлӗх коллективӗсем, Тутаркассинчи Тӗп культура ҫурчӗн «Хӗлхем» ташӑ ушкӑнӗ куракансене хӑйсен ташши-юррипе савӑнтарнӑ.

 

Ял палли
Ял палли

Уҫырма ялӗ Канашран инҫе мар вырнаҫнӑ — кунта ҫитме 2 ҫухрӑм ҫеҫ кирлӗ. Ялӗ вара ыран 365 ҫул тултарнине уявлӗ — ӑна 1646 ҫулта никӗслени паллӑ.

Паян, утӑн 15-мӗшӗнче ял уявӗн тӗп репетицийӗ иртнӗ — нумай халӑх вырнаҫмалӑх сӗтел хатӗрленӗ, асфальт ҫул хӗрринчи чикӗ чулӗсене сӑрласа тухнӑ, куравсемпе стендсем йӗркелесе ҫитернӗ.

Уҫырма ял уявӗ чаплӑ иртмелле — шӳрпе те пулӗ, спорт вӑййисем (урамсем футболла тат волейболла ӑмартӗҫ, кире спорчӗнче мала тухма тӑрӑшӗҫ, вӗрен туртӗҫ тата ыт.те) те. Ҫӗнтерӳҫӗсене чаплӑ парнесем кӗтӗҫ — вӗсене спорсорсем хатӗрлесе те хунӑ ӗнтӗ. Ҫамрӑксем валли каҫхи кану каҫӗ пулӗ.

Ял халӑхӗ пурне те хӑнана, уява чӗнет!

 

Уявра
Уявра

«Живи, цвети, моя деревня!» (ятне темшӗн чӑвашла паман вара) — иртнӗ кану кунӗсенче ҫак ятпа Малти Пукаш ялӗнче уяв иртрӗ. Ҫанталӑкӗ шӑрӑх тӑчӗ пулин те Сӗнтӗрвӑрри районне кӗрекен Октябрьски ял тӑрӑхӗнчи ялта халӑх чылай пухӑнчӗ — ҫур ял таранах тухрӗ. Уява йӗрекелес ыйтӑва ҫӗклекенни тата ӑна пурнӑҫа кӗртме тӑрӑшаканни — Октябрьски ял тӑрӑхӗн депутачӗ, ФАП заведующийӗ Ирина Фёдорова. Вӑл тӑрӑшнипех ӗнтӗ Малти Пукашсем хӑйсен ял уявне кӑҫал тӑваттӑмӑш хут ирттереҫҫӗ. Укҫине те пӗрле пухаҫҫӗ.

Ял лавкки умӗнчи асфальтланӑ тӳремре ял халӑхӗ иртенпех уява хатӗрленме пикенчӗ — пӗрисем сасса вӑйлатакан тата ытти аппаратурӑна вырнаҫтарчӗҫ, теприсем шӳрпе пӗҫерчӗҫ, виҫҫӗмӗшӗсем вара сӗтел сарчӗҫ.

Малти Пукаш ял уявне Октябрьски ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Назаров С.М. уҫрӗ. Вӑл пурне те уяв ячӗпе саламларӗ, кӗскен юлашки вӑхӑтра ял епле аталанни пирки пӗлтерчӗ — яла ҫити асфальтлӑ ҫул сарнӑ, газ пур. Тепӗр майлӑ каласан ялта килленсе пурӑнмашкӑн пурте пур. Хӑйӗн сӑмахне вӗҫлесе вӑл ялти хастар ҫынсене хисеп грамотисем пачӗ.

Малалла...

 

Уявра
Уявра

Утӑн 31-мӗшӗнче, шӑматкун, Етӗрне районне кӗрекен Анатри Явӑшра ял уявӗ иртрӗ. Шӑрӑх ҫанталӑк тӑчӗ пулин те халӑх нумай пухӑнчӗ.

Чи малтан, паллӑ ӗнтӗ, ял ҫыннисене тӗрлӗ пуҫлӑхсем саламларӗҫ — Етӗрне районӗн пуҫлӑхӗ Александр Краснов, район администрацийӗн ертӳҫи Сергей Бандурин, Чӑваш Республикин Экономаталану министерствин провӑпа кадр политикин начальникӗ Александр Рыбаков, Шупашкар хула администрацийӗн представителӗ Галина Никифорова, Етӗрне тӗп пулницин аслӑ тухтӑрӗ Владимир Кузьмин. Мӑн Явӑш ял тӑрӑхӗн (Анатри Явӑш унта кӗрет) пуҫлӑхӗ Татьяна Леонтьева та айӑккинче тӑмарӗ — пухӑннӑ ҫынсене ҫак савӑнӑҫлӑ уяв ячӗпе пысӑк салам сӑмахӗ каларӗ.

Ял уявӗнче савӑнмалли пайтахччӗ. Ачасем «Асфальт ҫинчи ӳкерчӗк», «Чи капӑр ҫӳҫ» конкурсенче ӑмӑртрӗҫ. Виҫӗ хӗрачан, Анукпа Наҫтук Беловсен тата Алина Васильевӑн ҫӳҫӗ чи капӑр пулнине палӑртрӗҫ.

Юрӑ-ташӑпа явӑшсене «Вылӑ» ушкӑн (вӑл Ман Явӑшри клуб ҫумӗнче йӗркеленнӗ), «Асамат» эстрада ушкӑнӗ, Кивӗ Тинкеш ял тӑрӑхӗнчи ташӑ ушкӑнӗ, Тури Ачак шкул вӗренекенӗсем савӑнтарчӗҫ.

Малалла...

 

Платка ялӗ картта ҫинче
Платка ялӗ картта ҫинче

Утӑн 17-мӗшӗнче Платкари «Униче» уҫланкӑра 11-мӗш хут ял уявӗ иртрӗ. «Вӗрентекен ҫулталӑкӗ» ячӗпе Ҫырмапуҫ ял тӑрӑх пуҫлӑхӗ Сергей Ванюшкин ялти хисеплӗ вӗрентекенсене Ю. Федотовӑна, А.Михайловӑна, З. Николаевӑна, А. Андреевӑна, Н. Васильевӑна ачасемпе ҫамрӑксене тӗрӗс воспитани парас ӗҫре вӑй хунӑшӑн тав хучӗсем пачӗ, ӳлӗмрен те ял халӑхне пархатарлӑ ӗҫсемпе савӑнтарма ыр сунчӗ.

Ҫавӑн пекех платкасене сумлӑ хӑнасем те саламларӗҫ.

Чӑваш патшалӑх ялавне ҫӗклени — уяв уҫӑлнин палли. Кӑҫалхи уявра ӑна ӑна ҫӗклеме Н. Михайлова педагог тата Раҫҫей Федерацийӗн музыка обществин членӗ, тыл ӗҫченӗ Л. Ильина тивӗҫрӗҫ.

Платка ял старости Зоя Андреева Аслӑ Ҫӗнтерӗве туптанӑранпа 65 ҫул ҫитнӗ ятпа вӑрҫӑ ветеранне — Алексей Скворцовӑна, ҫавӑн пекех тыл ӗҫченӗсене, ялти чи ватӑ ҫынсемпе чи кӗҫӗннисене парнесем парса чыс турӗ.

Вунпӗрмӗш хут иртекен уява «Янра, юрӑ» эстрада ансамблӗ илемлетрӗ. Ҫак кун «Униче» уҫланкӑ хаваслӑ юрӑ-кӗвӗпе янраса ҫеҫ тӑчӗ. Ял ҫыннисене вырӑнти «Ҫӑлкуҫ» халӑх пултарулӑх ушкӑнӗ тата «Сипет» ташӑ ушкӑнӗ пысӑк концерт лартса пачӗ.

Малалла...

 

Вӑрнар районӗнчи Ҫавалкасси ялӗнче (Кульцав ял тӑрӑхӗ) ял кунӗ иртрӗ. Уява чылай халӑх пухӑнчӗ: ватти вӗтти те, ял ҫыннисем те, ку ялта ҫуралса ӳснисем те. Уяв яла кӗрекен ҫӗнӗ асфальт ҫулӑн пуҫламӑшӗнче пуҫланчӗ. Ӑна, паллах, Республикӑри автомашин ҫулӗсене аталантармашкӑн йышӑннӑ Хушу тӑрӑх сарнӑ. Вӑл Хушупа килӗшӳллӗн ҫавӑн пекех ялпа юнашар Кӗҫӗн Ҫавал урлӑ кӗпер хывнӑ. Ку вӑл ялта пурӑнакан 141 ҫыншӑн питӗ пысӑк парне пулса тӑчӗ.

Ял уявне уҫнӑ май пуҫлӑхсем сӑмах каларӗҫ, ун историне аса илчӗҫ. Халӑх районти культура ҫурчӗ ҫӳмӗнчи пултаруллӑх ушкӑнне, чӑваш эстрадин ҫӑлтӑрне, Галина Скворцовӑна, алӑ ҫупсах итлерӗҫ.

 

Уяв тӗлне ял ҫннисем ҫичӗ витре кӗрекен хуранра шӳрпе пӗҫерсе хатӗрлерӗҫ — пурне те унпа хӑналарӗҫ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Страницӑсем: 1 ... 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, [14]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.06.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хӑвӑрӑн принципсене ӗнентерме тивӗ. Сире никам та ӑнланмасть пек туйӑнӗ. Анчах апла мар. Тавралла пӑхӑр. Таҫта юнашар сирӗн шухӑшсемпе килӗшекен союзник пур, вӑл сире пулӑшӗ. Эрнен иккӗмӗш ҫурри пысӑк япала туянма, коммерци ӗҫӗсем тума ӑнӑҫлӑ.

Ҫӗртме, 08

1869
156
Хальхи Вӑрнар районне кӗрекен Хапӑсра пӗрремӗш хут чиркӳре чӑвашла кӗлӗ тунӑ.
1905
120
Рунгш Петр Андреевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1940
85
Яковлева Нина Михайловна, паллӑ чӑваш актриси ҫуралнӑ.
1950
75
Вязов Валерий Иванович, агроном, юрист, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1968
57
«Чувашия» пуйӑс пӗрремӗш хут ҫула тухнӑ.
1972
53
Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть